Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕрех пуласчĕ

Раштавăн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн делегацийĕ сĕннипе ООНăн Тĕп ассамблейи 1992 çулта çирĕплетнĕ. Çак кун - шăпа сывлăх енчен кỹрентернĕ пулин те хуçăлманнисен хăватне палăртакан дата та. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пурĕ 83 пин сусăр шутланать, пирĕн районта вара - 2500 çын ытларах, вĕсенчен 104-шĕ - ачасем.

Районта сусăрсен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес енĕпе инвалидсен организацине йĕркеленĕ. Вĕсене районти тĕп больница, çемье врачĕн уйрăмĕсем тăтăшах медицина пулăшăвĕ параççĕ. Социаллă страховани фончĕ урлă инвалидсене, индивидуаллă программăпа килĕшỹллĕн, реабилитаци валли техника хатĕрĕсемпе (коляска, хăлха аппарачĕ, простынь, памперс тата ытти те), санатори путевкисемпе тивĕçтереççĕ. Сыввисен хамăр хушăри инвалидсен нуши-терчĕ пирки манмалла мар, вĕсене пулăшмалла. Çын куççулĕ çĕре ỹкмест пулсан, ырă туни те нихăçан та çухалмасть. Çавна май сусăрсемпе тимлĕрех пуласчĕ.

А.ДЕНИСОВА



"Каçал Ен"
01 декабря 2017
14:03
Поделиться
;