Комсомольский муниципальный округ

Вăхăта перекетлет

Компьютер ĕмĕрĕ çынсемшĕн чăнласах та нумай çăмăллăх илсе килчĕ. Электронлă çыхăну кунран-кун вăй илсе пырать. Паян чылайăшĕ коммуналлă çăмăллăхсене, тĕрлĕрен налука килтенех тỹлет. Укçи-тенки çавах каять-ха, паллах. Анчах хаклă вăхăт перекетленет. Çĕнĕ çултан пирĕн тепĕр çĕнĕлĕхе те хăнăхма тивĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, малашне Чăваш Енре больничнăй хутсене те электронлă майпа парĕç. Ку ыйтăва ноябрĕн 22-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, больничнăйсене тата эмел препарачĕсене электронлă майпа 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пама тытăнĕç. Çакнашкал çĕнĕлĕхрен, паллах, пирĕн район та айккинче юлмĕ.



"Каçал Ен"
01 декабря 2017
14:07
Поделиться
;