Комсомольский муниципальный округ

Хăнара - ачасем

Декабрĕн 1-мĕшĕнче районти ача-пăча библиотекинче Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа инвалид ачасемпе тĕлпулу йĕркелерĕмĕр.

Унта район администрацийĕн ачасемпе çемьесене пулăшу паракан уйрăм специалисчĕ Елена Самарина хутшăнчĕ. Тĕлпулăва килнĕ ачасем, амăшĕсем конкурссене хутшăнчĕç, мультфильм курса киленчĕç. Ачасем сăвăсем те каларĕç, чи çывăх çыннисем валли илемлĕ открытка хатĕрлерĕç. Открытка хатĕрлеме вĕсене Ирина Крылова библиотекарь пулăшрĕ, ăна мĕнле ăсталамаллине вĕрентсе, каласа пычĕ. Открыткăсем чăннипех те илемлĕ, хăйне евĕрлĕ пулса тухрĕç.

Хăнасем библиотекăра йĕркеленĕ кĕнекесен выставкипе те паллашрĕç.

Е.ПРОКОПЬЕВА



"Каçал Ен"
05 декабря 2017
16:19
Поделиться
;