Комсомольский муниципальный округ

Сывлăх - чи пысăк пуянлăх

Раштавăн 1-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртăва вĕренỹ учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен тата ял тăрăхĕсен командисем хастар хутшăнчĕç.

Маттур спортсменсене "Кĕтне" ФСК директорĕ Иван Егоров ăшшăн саламларĕ, çакăн евĕр спорт ăмăртăвĕсем çынсене çывăхлатаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ, унсăр пуçне ĕç коллективĕсене те пĕтĕçтереççĕ терĕ, шывра ишессипе иртекен тупăшăва хутшăннисене вара ăнăçусем сунчĕ.

Ăмăртусем тĕрлĕ ушкăнра иртрĕç. Пирваях 2009 çулта тата каярах çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем старта тăчĕç. Вĕсем 25 метр тăршшĕ ишсе тупăшрĕç. Ачасем, паллах, питĕ маттур. Вĕсем çине пăхсан чăннипех чун савăнать. Пулă евĕр ишнĕ май хастарскерсем часах палăртнă дистанцие парăнтарчĕç те, авă. Çак ăмăртура арçын ачасенчен чи хастарри Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Егор Тумаланов пулчĕ. Вăл пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски 2 тата 1-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем Кирилл Кузьминпа Матвей Романов тивĕçрĕç. Хĕрачасенчен малти вырăна Александра Мамуткина алăран вĕçертмерĕ, вăл Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухать.

2005-2008 çулсенче кун çути курнă хĕрачасемпе арçын ачасен вара шывра 50 метр тăршшĕ ишсе ăмăртма тиврĕ. Палăртнă дистанцие Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ илекен Элина Тумаланова 43 çеккунтра парăнтарса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Вырăнти 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Настя Лепешкина вара финиша пĕр çеккунт каярах çитсе иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнпа Урмаел вăтам шкулĕн хĕрпĕрчийĕ Лейсан Шакурова палăрчĕ. Асăннă çулсенчи арçын ачасем хушшинче иртнĕ ăмăрту та хĕрỹ пулчĕ. Арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна Урмаел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ильяс Айзетов тухрĕ, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене вара Комсомольски 2-мĕш шкулĕн вĕренекенĕпе Егор Капсуловпа Елчĕк район яшĕ Даниил Трофимов çĕнсе илчĕç. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Нĕркеç вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем Ангелина Бурлакова, Татьяна Прокопьева тата Ульяна Рыжова та малти вырăнсемпе палăрчĕç. Асăннă çулсенчи арçын ачасем те хастарлăхпа палăрчĕç. Кунта уйрăмах Елчĕк район яшĕсене Павел Черновпа Илья Николаева тата Хирти Мăнтăр, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсене Антон Ивановпа Иван Гончарова палăртмалла.

2002-2004 çулсенчи яшсемпе хĕрсем 100 метр тăршшĕ ишсе ăмăртрĕç. Ку тупăшура Комсомольски 1-мĕш тата Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем - Анастасия Сумзина, Карина Самукова, Татьяна Ефимова - пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 2003 çулта çуралнă арçын ачасем - Кирилл Денисов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Диас Айзетов (Урмаел вăтам шкулĕ), Виктор Райков (Елчĕк районĕ) - 100 метр тăршшĕ дистанцие 30.00, 30.02, 31.16 çеккунтсенче парăнтарчĕç. Елчĕк районĕнчен килнĕ Лиана Чернова пĕрремĕш, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Мария Трофимова иккĕмĕш тата Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Вика Воронова виççĕмĕш вырăнсемпе палăрчĕç. Асăннă çулсенчи арçын ачасем хушшинче иртнĕ хĕрỹ тупăшура Елчĕк район хастарĕ Александр Иванов пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски 1-мĕш тата Нĕркеç вăтам шкулĕсен ачисем Степан Густомесовпа Артур Платонов тивĕçрĕç. Çапла вара вăтам тата тĕп шкулсен командисем хушшинче иртнĕ хĕрỹ ăмăртура пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсем тивĕçрĕç, Урмаел вăтам шкулĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

40, 45, 50, 55, 60, 63 çулчченхи тата 63 çултан каçнă арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинчи ăмăрту питĕ хĕрỹ те кăмăллă иртрĕ. 40, 45 тата 50 çул тултарманнисен 50 метр дистанцие кĕске вăхăтра парăнтарма тиврĕ. Кунта çак хастарсем малти вырăнсемпе палăрчĕç: Олег Гончаров (Комсомольски ял тăрăхĕ), Евгений Порфирьев (ШĔМĕн "Комсомольский" уйрăмĕ), Денис Боровков, Виктория Шумилкина, Вера Кузьмина (Комсомольски ял тăрăхĕ), Анна Кольцова, Валерий Николаев (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Галина Макарова, Наиль Шарипов ("Радуга" ача сачĕ), Марина Евдокимова (ШĔМĕн "Комсомольский" уйрăмĕ), Александра Лукина (Шурут вăтам шкулĕ), Раиса Сапожникова (Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ), Галина Волкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Татьяна Садртдинова (Элпуç ял тăрăхĕ).

Михаил Фролов (ШĔМĕн "Комсомольский" уйрăмĕ), Виталий Автономов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Юрий Боровков ("Кĕтне" ФСК), Елизавета Козлова (Шурут вăтам шкулĕ), Галина Давыдова (Элпуç ял тăрăхĕ), Николай Андреев (Шурут вăтам шкулĕ), Татьяна Иванова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) 25 метрлă дистанцие кĕске вăхăтра парăнтарчĕç. Вĕсем çулĕсене пăхмасăрах спортпа туслине тепĕр хут çирĕплетрĕç.

63 çултан каçнисем те - Вениамин Кудряшов ("Кĕтне" ФСК), Владимир Гордеев (Элпуç ял тăрăхĕ), Людмила Симендеева, Елена Длинова тата Людмила Самойлова, Алексей Самаркин, Василий Пундяков (Комсомольски ял тăрăхĕ), Анатолий Давыдов (Элпуç ял тăрăхĕ) - çамрăксемпе пĕр танах шывра ишсе ăмăртрĕç.

Вăтам шкулсем хушшинче иртнĕ хутăш эстафетăра Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулĕсем малти вырăнсене çĕнсе илчĕç, тĕп шкулсенчен вара Хирти Явăшпа Тăманлă Выçли шкулĕсене çитекенни пулмарĕ. Организацисемпе предприятисем, ял тăрăхĕсем хушшинче иртнĕ ăмăртура Комсомольски 2-мĕш, Шурут вăтам шкулĕсемпе ШĔМĕн "Комсомольский" уйрăмĕ пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Ял тăрăхĕсенчен Комсомольски ял тăрăхне çитекенни пулмарĕ, Элпуçсем те эстафетăра хастарлăхпа палăрчĕç, çавна май вĕсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

- Паллах, пурте ăмăрту çĕнтерỹçисем пулаймăпăр, анчах та сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, тĕрлĕ хускану тунипе пĕрлех шывра ишни шăм-шакшăн, сывлăхшăн усăллă пулнине чухлатпăр, çавăнпа та районта иртекен вăйă-ăмăртусене яланах хутшăнатпăр. Сывлăх - чи пысăк пуянлăх, - теççĕ ăмăртăва хутшăннисем.

Чи пултаруллисене медальсем, Хисеп грамотисем тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокĕсене парса чысларĕç.

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
05 декабря 2017
16:16
Поделиться
;