Комсомольский муниципальный округ

Ăмăртура палăрнă

Декабрĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкар хулинчи Олимп резервĕсен 3-мĕш шкулĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Н.М.Дудецкий ячĕпе çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Тупăшăва Мари Эл, Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш Республикисен, Ульяновск, Киров облаçĕсен спортсменĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем 60, 200, 400, 800, 1500, 3000 метра чупса тупăшрĕç. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн воспитанникĕсем те ăмăртуран айккинче юлмарĕç.

Тĕслĕхрен, 3000 метрлă дистанцие чупса Виктория Ефремова 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Çамрăксем хушшинче Стас Курицын 800 метрлă дистанцие виççĕмĕш чупса тухса спорт разрячĕн 1-мĕш нормативне тултарчĕ. Маттур! Малашне те вĕсене ăнăçу сунатпăр.

В.ПЛЕШКОВ



"Каçал Ен"
08 декабря 2017
09:47
Поделиться
;