Комсомольский муниципальный округ

Магазинсем таварпа пуян

"Ĕмĕтлĕ çын - çунатлă" тенĕ ваттисем. Кашниех тĕллевпе пурăнатпăр вĕт. Пысăк е пĕчĕк савăнăç патне талпăнатпăр. Ырри çывăхне туртăнатпăр. Ĕмĕтсемпе кăварланатпăр. Тепĕр чухне пĕр тĕллев лартатпăр та ăна пурнăçлас тесе утăм хыççăн утăм тăватпăр - пăтăрмахĕ, йывăрлăхĕ, тумхахĕ витĕр тухатпăр.

Районти "Тав" компание чылай çул ертсе пыракан Владимир Васильев та - умне лартнă тĕллевсене пурнăçлакан маттур çынсенчен пĕри. Компани тилхепине вăл 20 çул тытса пырать. Коллективра ĕç кал-кал пырасси те шăпах унран нумай килет. "Тав" компанире 7 çын тăрăшать. Кашниех кỹлĕннĕ ĕçре яваплăха туйса тимлет. Сăмахран, Владимир Григорьевич ял çыннисене кирлĕ тавара яланах вăхăтра заказ панине, ăна çийĕнчех кỹрсе килнине тĕрĕслет. Районти "Тав" компанин суту-илỹ точкисем чăннипех те тĕрлĕ таварпа пуян. Çакна туянакансем те çирĕплетсех калама пултараççĕ. Тĕрĕссипе каласассăн, строительствăра усă куракан мĕнпур материал - цемент, штукатурка, шпатлевка тумалли хутăшсем, клей, гипсокартон, утеплитель, тĕрлĕ плитка, сайдинг, профнастил, штакетник тата хуçалăхра кирлĕ савăт-сапа, сад пахча инвентарĕсем, тĕрлĕ сантехника, насуссем - пĕтĕмпех сутаççĕ вĕсем.

- Районта пурăнакансене кирлĕ таварпа, строительство материалĕсемпе вăхăтра ти-вĕçтерессине чăннипех те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Паянхи кун рынок тытăмĕ çапла тума хистет. Хамăр патăрта çук тавара заказ парса кỹрсе килетпĕр, кирлĕ пулсассăн вырăна çитерсе паратпăр. Пирĕн магазинсенче туянма меллĕрех те, йỹнĕрех те, тавар ассортименчĕ те пуян. Кашни клиент ыйтăвне туллин тивĕçтерес тесе ĕçлетпĕр эпир", - пĕлтерчĕ Владимир Григорьевич.

Суту-илỹ точкисене çитсе курсассăн, вĕсем районта иккĕ, чăннипех те сентресем таварпа пуяннине куратăн. Кунта кил-тĕрĕшре çапакан пăтаран пуçласа çурт туса лартма кирлĕ, пахалăхлă материал таранах туянма пулать. Суту-илỹ точкисем пĕри Промышленная урамра вырнаçнă, теприне район центрĕнчи "Юлдаш" суту-илỹ çуртĕнче 2014 çулта уçнă.

- Çĕнĕ магазин хута ярасси çынсене тавар туянма кирлĕ условисем туса парассипе тỹрремĕнех çыхăннă. Мĕншĕн тесен тĕп магазина çуран пырса çỹреме кăшт кăна чăрмавлăрах. Район центрĕнче вырнаçнă магазина вара кашниех кĕрсе тухма, хăйне кирлĕ тавара суйласа илме пултарать. Лавккана çула май та чарăнма пулать. Пирĕн ĕçченсем туянакансене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ, тавар туянма пулăшаççĕ, сĕнỹ-канаш параççĕ. Пирĕн суту-илỹ точкисен алăкĕсем сирĕншĕн яланах уçă, - пĕтĕмлетрĕ Владимир Григорьевич, магазина пырса кĕрекенсене ырă кун сунса.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
19 декабря 2017
16:43
Поделиться
;