Комсомольский муниципальный округ

Савăнмашкăн сăлтав пур

Иртнĕ шăматкун Хырхĕрри тĕп шкулĕ 125 çул тултарнине уявлама халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Хăнасем хушшинче - патшалăх тытăмĕнче вăй хуракансемпе депутатсем, ĕçтешсемпе тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсем, шкултан вĕренсе тухса кайнисемпе пĕрлех шкул ачисем, ял-йыш.

Пысăк уява уçса шкул директорĕ Юрий Алексеев пĕлỹ çурчĕн чăннипе те пуян кун-çулĕпе паллаштарчĕ, паллă самантсене палăртса хăварчĕ. Шкулта маларах вăй хунă ĕçтешсене те, халь вăй хуракансене те ачасене ăс-тăн парса тĕрĕс çул çине тăма пулăшнишĕн тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пуçтарăннисене уяв ячĕпе кăмăлтан саламларĕ. Шкулта чылай çул вăй хуракансене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Салам сăмахĕсене Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев тăсрĕ. Вăл шкулта вăй хуракансене Тав çырăвĕсемпе, кĕçĕн классенче 30 çул ытла вăй хуракан Галина Храмова вĕрентекене Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ентеш Кияметдин Мифтахутдинов иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче шкулăн çĕнĕ çуртне хута ярас тесе тăрăшнисене ятран аса илчĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Антонова, Хырхĕрри ял поселенийĕн ертỹçи Анатолий Воробьев та сăмах илчĕç. Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов, пирĕн шкултан вĕренсе тухнăскер, спортпа туслă ачасене хаклă парне парнелерĕ, пĕрремĕш вĕрентекенĕ ячĕпе те ăшă сăмахсем пулчĕç. Сумлă ытти хăнасем те саламласа ăнăçу сунчĕç.

Юбилей ячĕпе парнисем те сахал мар пулчĕç. Сăмахран, Вячеслав Кополухин, Татьяна Горбунова, Валерий Нямуков, Алексей Салаев, Надежда Никонова уява парнесемпе килнĕ.

Уява малалла концерт программи тăсрĕ. Унта шкул çинчен çырнă сăвăсемпе юрăсем, ташăсем пулчĕç. Концертра шкулта вăй хуракан пĕтĕм вĕрентекенпе пĕрле пур шкул ачи те хутшăнчĕ. Уйрăмах кĕçĕн классемпе садике çỹрекен ачасен пултарулăхĕ кăсăклантарчĕ куракансене. Хырхĕрри культура çурчĕ çумĕнчи "Палан" ушкăн чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Шкултан 2004 çулта вĕренсе тухнă, халĕ "Янташ" ушкăн солисчĕ Дмитрий Морозов хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Концерт программине Михаил Бархонов тĕплĕ хатĕрленĕ.

Хăнасем ачасен пултарулăхне сăнласа паракан алĕç хатĕрĕсемпе те кăсăкланчĕç, хутран, йывăçран тата ытти материалтан хатĕрленĕ япаласене курма май килчĕ. Геннадий Петров вĕрентекен йывăçран ăсталанă ĕç хатĕрĕсемпе савăт-сапа, чăваш халăх музыка инструменчĕсем те тыткăнларĕç.

Пуçтарăннисен пĕр-пĕринпе калаçмалли, аса илмелли, сỹтсе явмалли нумай пулчĕ. Шкул пурнăçне сăнлакан стендсем патĕнче те выпускниксем чылайччен чарăнса тăчĕç.

Çакăн евĕр уявсем шкулта малашне те халăха пуçтарасса шансах тăратпăр.

Г.БЕЛКОВА



"Каçал Ен"
19 декабря 2017
16:40
Поделиться
;