Комсомольский муниципальный округ

Янăрарĕ "Ача-пăча сасси"

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче районти пултарулăх ушкăнĕсен "Ача-пăча сасси" фестиваль-конкурсĕ кăçал тăваттăмĕш хут янăрарĕ.

Ăна пултаруллă ачасен коллективĕсем хушшинче юрлас, ташлас тата тĕрлĕ халăх музыка инструменчĕсем çинче выляс ăсталăхне аталантарас, анлă сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. "Ача-пăча сасси" фестиваль-конкурс Аслă Чурачăкри ачасен "Тевет" фольклор ушкăнĕн ертỹçисем йĕркеленипе тата Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕ пулăшнипе иртрĕ. Конкурс, çамрăксен пултарулăхне малалла аталантарнипе пĕрлех, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетмелли меслет те пулса тăчĕ.

Фестиваль программи питĕ пуян пулчĕ. Унта районти ачасен ушкăнĕсем çеç мар, кỹршĕ Тутарстан Республикинчи крешен халăх çамрăкĕсен ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Сцена çинче чăваш, тутар, крешен тата вырăс халăх юррисемпе ташă кĕввисем янăрарĕç. Ача-пăча пултарулăхне сумлă жюри пысăк хак пачĕ. Чи лайăх та пултаруллă ушкăнсене дипломсем парса чысларĕç.

Çамрăк "çăлтăрсем" куракансене пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç кăна мар, ырă та хавас кăмăл-туйăм парнелерĕç. Куракансем фестиваль-конкурса хутшăннă пултарулăх ушкăнĕсене чун-чĕререн ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕç. Çак кун пурин асĕнче те чылайччен юлĕ.

Т. МАКАРОВА



"Каçал Ен"
19 декабря 2017
16:42
Поделиться
;