Комсомольский муниципальный округ

Килĕшĕве алă пуснă

Чăваш Республикин Общество палати малашне республикăри Тĕп суйлав комиссийĕпе çыхăнса ĕçлĕ. Çакăн пирки калакан Килĕшĕве Общество палатин тата Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕсем Алексей Судленков тата Александр Цветков алă пуснă.

"Çавра сĕтел" евĕрлĕ йĕркеленĕ мероприятие уçнă май А.Судленков 2018 çулти чи паллă пулăм - Раççей Президенчĕн суйлавĕ - çывхарса пынине палăртнă. "Пирĕн тĕллев - çак суйлав уçă иртессине тивĕçтересси, унта граждансем хастар хутшăнччăр тени", - пĕлтернĕ вăл Общество палати общество хастарĕсене методика тĕлĕшĕнчен пулăшма хатĕррине çирĕплетнĕ май. Ларура А.Цветков çитес суйлава ирттерессин хăйне евĕрлĕхĕсем пирки каланă.



"Каçал Ен"
22 декабря 2017
10:32
Поделиться
;