Комсомольский муниципальный округ

Кун йĕркинче - пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çав кун пирĕн района килсе çитнĕ информушкăн йышĕнче Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, "Промэнерго" ХАО генеральнăй директорĕ Анатолий Иванов тата "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Осиповăн ĕç пỹлĕмĕнче районти лару-тăрăва сỹтсе явнă хыççăн ушкăнсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсене халăхпа тĕл пулма васкарĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов пирваях Вăрманхĕрри Чурачăк ялне çитрĕ. Унта вăл Иустиния Леонтьевна Белковăна 90 çулхи юбилейпе саламлама хутшăнчĕ.

Вăрăм ĕмĕрлĕ Уçтин аппан пурнăçĕ çăмăл килмен. Пĕртăвансем пĕчĕклех тăлăха юлнă. Унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче иртнĕ. Кунтах вăл хăйĕн шăпа çырнине тĕл пулса çемье чăмăртанă, икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ. Ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Тăхăр теçетке çула çитнĕ пулин те, кинеми питĕ вăр-вар çỹрет, лайăх илтет, хăнасене те хирĕç тухсах кĕтсе илчĕ. Халĕ вăл ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Александр Николаевич юбиляра РФ Президенчĕн В.В.Путинăн салам çырăвне вуласа пачĕ, парнепе чысларĕ. Салам сăмахĕсем çумне Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Воробьевпа культура ĕçченĕсем, "Восток" ЯХПК председателĕ Валерий Михеев тата "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов та хутшăнчĕç, ĕç ветеранне ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Çав кун Александр Осипов Вăрман-хĕрри Чурачăк, Йỹç Шăхаль тата Юнтапа ялĕсенче пурăнакансемпе те тĕл пулчĕ. Вăл çынсемпе Пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе калаçрĕ. Вĕсен шутĕнче - 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне ирттересси, çĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăнакан мерăсем. Тĕлпулусенче çавăн пекех Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче, хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас ыйтăва та хускатрĕç.

Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕпе Валерий Ивановпа "Промэнерго" ХАО генеральнăй директорĕ Анатолий Иванов Хирти Сĕнтĕр тата Асанкасси ял поселенийĕсенчи халăхпа тĕл пулнă.

Л.ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
22 декабря 2017
10:36
Поделиться
;