Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ канашлу

Декабрĕн 22-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче районти ветерансен канашĕн президумĕн членĕсен тата председателĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ.

Канашлура районти почта уйрăмĕн начальникĕ М.Индюкова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕ. РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ И.Белобаева, халăха социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕ Е.Челакова, ветерансен канашĕн председателĕ В.Пундяков тухса калаçрĕç. Черетлĕ канашлура районти ветерансен канашĕн хисеплĕ председательне суйларĕç. Вăл - Ревокат Прохорович Моисеев. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ С.Ульдина пухăннисене çывхаракан Çĕнĕ çулпа саламларĕ.

Ю.ТИМОФЕЕВ



"Каçал Ен"
26 декабря 2017
13:37
Поделиться
;