Комсомольский муниципальный округ

Приставсен рейчĕ иртнĕ

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин кашни хулипе районĕнчи суд приставĕсем ятарлă рейд ирттернĕ - вĕсем алимент тата ĕç укçи тỹлеменнисемпе тĕл пулса калаçнă, парăмĕсем пирки аса илтернĕ.

Комсомольски районĕн суд приставĕсем те çак кун ятарласа рейда тухнă. Вĕсем исполнительнăй 20 ĕçе, пурĕ 1288000 тенкĕлĕх, пăхса тухнă. Унсăр пуçне 3 парăмçăн пурлăхĕ çине суд приставĕсем арест хунă.

Алимент тỹлеменни хамăр кун-çул панă ача-пăча çине алă сулнипе танах. Анчах та тĕпренчĕксем çине хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ, темшĕн, тимлĕх уйăрмасть. Упăшкапа арăм пулнă çынсем пĕр чĕлхе тупайманнипе уйрăлнăшăн ача айăплă мар-çке.

Çакăн евĕр пĕр парăмçă тĕлĕшĕпе суд приставĕсем, РФ КоАПĕн 5.35.1 статйипе килĕшỹллĕн, йĕркене пăснăшăн административлă протокол çырнă. Тепри вара алимент тỹлемесĕр суд приставĕсенчен тарса çỹренĕ, çавна май парăм, юр купи пек пухăннăçем пухăнса, ỹснĕçем ỹссе пынă, 530 пин тенке çитнĕ. Рейда тухни вара асăннă çынна пысăк парăм çинчен аса илтерме пулăшнă. Çакăн евĕр рейдсем республикăра, çавăн пекех районта та, татах иртĕç. Çавна май Чăваш Республикинчи Суд приставĕсен служби "кĕтмен хăнасем" килĕре килсе çитиччен парăмсене тỹлеме ыйтать.

В.ИВАНОВ



"Каçал Ен"
26 декабря 2017
13:42
Поделиться
;