Комсомольский муниципальный округ

Стоматологи пулăшăвĕ юнашарах

Пурнăç пысăк хăвăртлăхпа аталаннине куçпа курса ĕненетпĕр. Сăмахран, 10-15 çул каялла больницăсенче черет тăрса тухтăр патне талон илмелле пулнă пулсассăн, паян вара электронлă майпа йышăнăва çырăнатпăр. Çав тери меллĕ те çăмăл.

Сипленес тесен тата патшалăх учрежденийĕсене те, уйрăм клиникăсене те кайма пулать. Сăмахран, юлашки çулсенче районта уйрăм çынсен стоматологи, УЗИ пỹлĕмĕсем хута кайрĕç. Вĕсенчен пĕри вара Урмаел ялĕнче хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Наиль Камальтдинов уйрăм предприниматель стоматологи пỹлĕмне хута яма ахальтен шутламан.

- Çак ĕмĕт çулран-çул аталанса, вăй илсе пычĕ. Кĕтнĕ кун çитрĕ, тăван тăрăхра, Урмаелĕнче, стоматологи кабинетне хута яма вăй çитертĕмĕр. Çакна пĕтĕмпех ял çыннисене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Паянхи кун вырăнтах, хулана е ытти районсене кайса çỹремесĕрех, шăл кăларма, сиплеме, пломба лартма, протез шăл лартма та май пур. Тухтăр патне палăртнă вăхăта çитмелле çеç, - паллаштарчĕ Наиль Халимович.

Шăл тухтăрĕ тенĕрен, ял çыннисене Шупашкар хулинчен килнĕ Сергей Валерьевич Сурков сиплет. Çамрăк тухтăр опытне пуянлатма ĕлкĕрнĕ. Вăл, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухсассăн, ординатурăра пĕлĕвне тарăнлатнă.

- Урмаелĕнче тата юнашар ялсенче тĕпленнисемшĕн стоматологи пỹлĕмĕ уçăлни чăннипех те меллĕ. Пациентсем вырăнтах шăл сиплеме май пурришĕн савăнаççĕ, тав тăваççĕ. Ĕçлеме те кăмăллă. Эпĕ вара вĕсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе кашни кун ĕçе кỹлĕнетĕп. Тивĕçĕме яваплăха туйса пурнăçлатăп. Тухтăршăн кашни пациент сывлăхĕ хаклă, - тет Сергей Валерьевич.

Стоматолог паянхи кун-çул уттинчен юлмасăр ĕçлеме тăрăшать. Çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене алла илет, çĕнĕ йышши аппаратсемпе усă курать. Сăмахран, тухтăр пациентсене тĕрлĕ йышши протез та сĕнет. Унпа пĕрлех çитес вăхăтра вара пациентсен шăлĕсене тĕплĕ тĕрĕслеме ятарлă "Радиовизиограф" компьютер аппарачĕ лартма ĕмĕтленет. Çакă ĕçе чылай çăмăллатать. Шăла наччасрах рентген тума, тата ытти тĕрĕслевсене ирттерме май парать. Пĕтĕмпех - ял çыннисен вăхăтне перекетлессишĕн тата шăлсене кирлĕ пек сиплессишĕн.

"Ырă ĕç ырăпа таврăнать", - тенĕ ваттисем. Сергей Сурков тухтăр ĕçĕнче те çаплах пултăр. "Йолдыз" магазинта вырнаçнă стоматологи пỹлĕмĕ çулран-çул аталанса пытăр, илемлĕ кулăллă пациентсен йышĕ ỹстĕр.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
26 декабря 2017
13:38
Поделиться