Комсомольский муниципальный округ

Стипендиатсем паллă

Вĕренỹре, ĕçре, творчествăпа спортра пысăк çитĕнỹсем тунă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни çул стипенди парса хавхалантарать.

Акă, ЧР Пуçлăхĕн 2017 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 492-мĕш Хушăвĕпе килĕшỹл-лĕн, республикăри пултаруллă яш-кĕрĕм 2018 çулхи январь - декабрь уйăхĕсенче ятарлă стипенди илсе тăрĕ. Асăннă тỹлеве тивĕçнĕ çамрăксем Каçал тăрăхĕнче те пур.

Акă вĕсем: Анастасия Горбунова, Кирилл Кольцов, Мария Трофимова (Комсомольски  1-мĕш); Эльза Кузнецова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ); Стас Курицын, Лейсан Минуллина (Комсомольски 2-мĕш); Екатерина Лукиянова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ); Полина Оленева ("Волентеры Победы" обществăлла юхăм членĕ); Ольга Райкова ("Молодая гвардия Единой России" обществăлла организаци членĕ); Юлия Соловьева (районти çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ); Азалия Хайртдинова (районти централизациленĕ бухгалтерин бухгалтерĕ); Анастасия Чипчигина (ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ).



"Каçал Ен"
12 января 2018
09:27
Поделиться
;