Комсомольский муниципальный округ

Качака сĕчĕ тутлă та сиплĕ

Халăхра сĕт пирки "шурă ылтăн" теççĕ. Ара, вăл тутлăхлă та паха апат, унсăр пуçне вăл паянхи кун ялта пурăнакансемшĕн тухăç çăлкуçĕ те-çке. Сĕт пирки сăмах пуçласан кашнин куçĕ умне мăйракаллă шултра выльăх, ĕне, тухать пулĕ, анчах та калас сăмахăм килти качака пирки.

Качака - ăслă выльăх. Вăл лайăх утта анчах çиет, кăвакарма е хĕрме пуçлани ăна валли мар. Сĕлĕпе урпана юратать, çĕрулми хуппи кăмăллать. "Иккĕмĕш çăкăр" пирки калас пулсан, вăл сĕте хăвалать. Çавна пула качака ăна пĕлсе виçеллĕ кăна çиет. Хĕл каçма пĕр качака пуçне çур тонна утă кирлĕ. Çулла вара вăл тем те çиет, ытларах сиплĕ курăксемпе сăйланать: вĕлтĕренрен пуçласа сар çип ути таранах. Паллах, качакаран, ĕнепе танлаштарсан, тоннипе сĕт суса илеймĕн. Апла пулин те пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕн вăл сиплĕ. Ун çинчен асатте-асаннесем те сахал мар каласа хăварнă. Ăсчахсем те ваттисен сăмахĕсене çирĕплетеççĕ. Вăл артритпа шăмă сыпписен ытти чирĕсенчен, ват хăмпинчи чулсемпе ỹт-тир чирĕсенчен усăллă иккен. Сиплĕхлĕ пахалăхĕ енĕпе качака сĕчĕ ĕне сĕтĕнчен пĕрре те кая мар, çу тытăмне тата протеинсене илес пулсан, качака сĕчĕ кăкăр сĕтне çывăх, çавна май вар-хырăмшăн усăллă, аллергипе нушаланакансемшĕн те вăл чух çеç. Тин çуралнă ачасемшĕн те вăл питĕ усăллă. Пĕчĕкскерсен рахит, çулланисен остеопороз чирĕсем ан аталанччăр тесен качака сĕтне ĕçтермелле. Çаксене пурне те шута илнипе паянхи кун пĕччен тăрса юлнисен килкартинче кăна мар, вăйпиттисен картишĕнче те мăн выльăх вырăнне шур сухаллă мекекек хуçаланать.

Чылайăшĕ качака сĕчĕ шăршлă теме пăхать. Çакăн пек шутлакансене çапла калассăм килет - качакан чĕрнине вăхăтра касăр! Чĕрне хушшине ларнă тасамарлăх кăмпа чирне пуçарать. Çав урапа вăл çиллине хыçсан кăмпа чирĕ унта та куçать, сĕт вара мĕнпур шăрша-марша туртать. Сĕтрен шăршă кĕни чĕрне йĕркесĕррине пĕлтерет.

З.МУДАРИСОВА



"Каçал Ен"
16 января 2018
10:56
Поделиться
;