Комсомольский муниципальный округ

Комсомольски районĕнче хоккей коробки хута кайрĕ

Спорта аталантармалли майсем хуласенче çеç мар, ялсенче те лайăхланса пыраççĕ. Комсомольски районĕнчи Хирти Ĕнелте хоккей коробки хута кайрĕ. Ăна халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртме пулăшакан республика программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Çĕнĕ спорт лаптăкне уçма çынсем йышлă пухăнчĕç. Ăна хута ярас тесе нумайăн тăрăшнă. Ялта пурăнакансем, усламçăсем 220 пин тенкĕ пухнă тата çур миллион республика хыснинчен явăçтарнă. Кĕске вăхăтра культура керменĕпе юнашар спорт лаптăкĕ туса хунă. Ăна «Гигант» ят панă.

Хирти Ĕнелте спортпа ватти те, вĕтти те туслă. Сакăр çул каялла кунта хоккей ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Унта пур кăмăллакана та йышăнаççĕ. Спортсменсем район чысне республика шайĕнче пĕрре мар ăнăçлă хÿтĕленĕ.

Малтисен йышĕнче пулас тесен сахал мар вай хумалла. Турнирсене хатĕрленме каçалсем Вăрнарти пăр керменне е ытти вырăна çÿреççĕ. Хирти Ĕнел ял тăрăхĕнче хоккейла вылямалли лаптăксем татах пур.
Хиртиĕнелсем халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртме пулăшакан республика программине пĕрремĕш хут мар хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть урамри хунарсене улăштарнă. Проектăн тĕп тĕллевĕ – ялсене хăтлăлатасси. Ăçта культура керменне çĕнетмелле, çул юсамалла – çынсен хăйсен хастарлăх кăтартмалла.

Ялсене аталантармалли программа Чăваш Енре иккĕмĕш çул кăна ĕçлет пулин те кăтартусем лайăх. Пĕлтĕр республикăра 103 проект пурнăçа кĕртнĕ пулсан, кăçал 200 ытла палăртнă. Çак тĕллев валли 50 миллион тенкĕ уйăрĕç.
Источник: http://chgtrk.ru/news/18177



19 января 2018
15:31
Поделиться