Комсомольский муниципальный округ

Старт пĕрлештерет

Кăрлачăн 20-мĕшĕ. Тулта уяр та сивĕ, кун илемлĕ. Хĕвел йăл кулать, унăн шевли куçсене йăмăхтарать. Хĕл мучи пит-куçран чĕпĕтет, апла пулин те Комсомольски вăрман уçланки янăравлă сасăсемпе тулнă. Кунта паян йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем чылайăн пухăннă. Пĕртăван Тимергалеевсен парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăва республикăри ветерансем йышлăн хутшăннă.

Кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленекен мероприяти республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан спортсменсене пысăк йыша пухнă. Çавăн пекех унта Чăваш Республикин спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин, Пĕтĕм Раççей категори судйи, ЧР йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн вице-президенчĕ Михаил Игнатьев, спорт мастерĕ Евгений Земсков та килнĕ. Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Куславкка, Красноармейски тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ ветеран-спортсменсемпе хăнасем умĕнче чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов сăмах илнĕ.

- Эпир Каçал çĕрĕ çинче спортсменсемпе болельщиксене курма пит хавас. Хăшĕ-пĕринпе пĕр-пĕрне тахçантанпах паллатпăр, вĕсем пирĕн тăрăха килни, тав сăмахĕ калани чун-чĕрене савăнтарать, - тенĕ Александр Николаевич ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçса, спортсменсене ăнăçу суннă май.

Йĕлтĕр çине тăнă ветерансем - чăннипех те хастар спортсменсем. Вĕсем хăйсем спортпа туслине, сывă пурнăç йăлине пăхăннине тепĕр хут çирĕплетсе панă. Иртнĕ çулхи пекех, кăçал та йĕлтĕр спортне кăмăллакансем темиçе ушкăнра тĕрлĕ дистанцире тупăшнă. Тĕслĕхрен, 61-65 çулсенчи арçынсен 5 километрлă дистанцие кĕске вăхăтра парăнтарма тивнĕ. Арçынсенчен чи маттурри тата чи хастарри Канаш районĕнче пурăнакан Василий Агусев пулнă. Çук, шуса мар, вĕçсе килсе (16 минут та 59 çеккунт), вăл пĕрремĕш вырăнпа палăрнă. Шупашкар хулинчен килнĕ Григорий Михайлов та спортпа питĕ туслă. Вăл йĕлтĕр йĕрне чи лайăх вăхăтпа, 17 минут та 59 çеккунтпа, парăнтарнă. Виççĕмĕш вырăна Красноармейски çынни Юрий Федоров алăран вĕçертмен.

Хĕрарăмсем те хăйсем спортра хастаррине çирĕплетсе панă. Вĕсем урисене йĕлтĕр сырса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă. 66-70 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинче иртнĕ ăмăртура Красноармейски районĕпе Шупашкар хулинче пурăнакан Мария Семеновăпа Тамара Краснова палăрнă. Вĕсем пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Йĕлтĕр спортне район территорийĕнче аталантарма тăрăшни - пархатарлă ĕçсенчен пĕри. Спорт вăл сывлăх никĕсĕ-çке, унсăр пуçне çакăн евĕр мероприятисем - халăха пĕрлештерекен хăватлă вăй та. Çавна май сумлă хăнасем Владимир Николаевпа Рашид Тимергалеева Тав хучĕсем парса чысланă, призерсемпе турнира хутшăннисем вара асăнмалăх парнесемпе медальсене тивĕçнĕ.

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
23 января 2018
08:03
Поделиться
;