Комсомольский муниципальный округ

Хурнай хĕрĕ

Авалхи грексен чĕлхинчен вырăсла куçарсан Татьяна "повелительница", "устроительница", "учредительница" тесе куçать. Вырăс халăхĕ хушшинче çак ят христианство тĕнне йышăннă хыççăн анлă сарăлнă. Каярахпа вăл Хĕвеланăç çĕршывĕсене те çитнĕ, унта вара çак ята чăн вырăс ячĕ тесе шутланă. Паллах, ахальтен мар. Аса илер-ха А.С.Пушкин калăпланă Татьяна Ларина сăнарне. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче вара мĕнпур студент Татьяна кунне уявларĕ. Нумай çул каялла, 1755 çулта, Елизавета Петровна императрица шăп та лăп çветтуй Татиана кунĕнче Мускавра Раççейри пĕрремĕш университет уçас пирки хушу кăларнă.

Татьяна ятлă хĕрарăмсем çĕршыв историйĕнче те сумлă вырăн йышăнаççĕ. Сăмахран, Татьяна Доронина тата Татьяна Догилева актрисăсем, Татьяна Буланова тата Татьяна Лазарева юрăçсем, Татьяна Устинова писатель, Татьяна Навка фигуристка… Çак списока тата та тăсма пулать. Малалли сăмахăм вара - Хурнай ялĕнче çуралса ỹснĕ Татьяна Горбунова пирки.

Таня Валентина Владимировна тата Валерий Васильевич Горбуновсен çемйинче кун çути курнă. Аслă ывăлĕ хыççăн иккĕмĕш пепки хĕр пулнишĕн питĕ хĕпĕртенĕ çамрăк мăшăр, ăна валли илемлĕ ят тупнă. Икĕ ачине те тивĕçлĕ ỹстерсе тĕрĕс çул çине тăратма тăрăшнă. Улттă тултарсанах Таня ялти тăхăр çул вĕренмелли шкула кайнă. Шкул çулне çитеймен пулсан та, хĕрачан пĕлỹ туртăмĕ вăйлă пулнă. Таня хăйĕн класĕнче чи кĕçĕнни, чи пысăкки, чи лайăх вĕренекенни пулса тăнă. Спортра та, обществăлла ĕçре те хастарччĕ. Районти тата республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене тухатчĕ. Шкултан "пиллĕк" паллăпа вĕренсе тухсан Канашри педучилищĕне хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕр тĕп хуламăрти Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Вĕренỹре тата обществăлла ĕçре палăрнишĕн президент стипендине тивĕçрĕ, Егоров ячĕллĕ стипендиат та пулчĕ. Хĕрĕн пултарулăхне педуниверситетра та тивĕçлĕ хак панă, çийĕнчех аспирантурăна хăварнă.

Унтанпа вăхăт нумаях иртмен пулин те, чылай çитĕнỹ турĕ Татьяна Валерьевна. Çирĕм улттăрах "наука кандидачĕ" ята илме пултарчĕ. Халь вăл тăван университетрах педагогика тата пуçламăш вĕренỹ кафедринче вăй хурать, доцент, пилĕк монографин тата çĕр ытла наука ĕçĕн авторĕ. Тĕрлĕ енлĕ аталаннăскер виçĕ аслă пĕлỹ илнĕ.

Мĕн ачаранах ĕçе юратса ỹснĕскер, пĕр самант та ахаль лармасть. Киле таврăнсан пушă вăхăт çук çамрăк хĕрарăмăн: лекцисене хатĕрленмелле, наука ĕçĕпе лармалла, апат-çимĕç хатĕрлесе ачисене кĕтсе илмелле. Икĕ ывăл çитĕнет çемьере. Иккĕшĕ те, амăшĕ пекех, спортпа туслă, секцисене çỹресе ỹт-пĕвне аталантараççĕ. Час-часах тăван яла килсе кукашшĕ-кукамăшне савăнтараççĕ.

Г.БЕЛКОВА



"Каçал Ен"
26 января 2018
09:35
Поделиться
;