Комсомольский муниципальный округ

Кукамай пурри телей

"Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар", тет яланах кукамай, ырра вĕрентсе. Кукамай чăннипех те пурнăçра чи маттур та пуçаруллă çынсенчен пĕри. Пире, мăнукĕсене, кирлĕ чухне вăрçса та, ỹлĕмрен ачашласа та илет. Вăл - çепĕç кăмăллă та ырă чунлă çын.

Кукамай, Альбина Иванова, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ашшĕпе амăшне ырăпа аса илет вăл.

- Вĕсем пире, ачисене, çĕр çинчи мĕн пур ырлăха парнелесе хăварнă. Хăйсем те ĕçчен, хастар пулнăран пире те пĕчĕкрен маттур пулма вĕрентнĕ. Халĕ вара манăн сире, мăнуксене, тĕрĕс воспитани парса ỹстерес килет. Ачасем пурри ылтăнран паха. Эпир ачасене мăшăрпа чăн-чăн çын пулччăр тесе юратса çитĕнтертĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçларăмăр. Шел, кукаçăр эсир ỹснине курса киленеймест, - сăмахлать кукамай пире ырра вĕрентсе.

Ивановсем, Альбина Николаевнăпа Николай Сергеевич, виçĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Алина, Инна, Светлана аслă пĕлỹ илнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Паян кукамай 7 мăнукпа савăнать. Уявсенче, каникулсенче унăн кил-çурчĕ ача-пăча сассипе тулать. Ахаль чухне те эпир кукамай патне илсе çитерекен сукмака тăтăшах такăрлатма тăрăшатпăр.

Пурнăç çулне аса илес пулсассăн, çывăх çыннăмăр ĕмĕрĕпех "Комсомольский" совхозра, унтан Минатуллин фермер хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Вăл "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Кукамай халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те, унăн алă усса ларма вăхăт çук: килкартинче ĕçлет, сад пахчинче тăрмашать. Кукамайран тĕслĕх илмелли нумай. Вăл ĕçе яланах тĕплĕ пурнăçлать. Пире те çаплах тума вĕрентсе ỹстерет. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать. Алă ĕçĕ тума та ăста çывăх çыннăмăр. Пушă вăхăт тупăнсанах çыхать, тĕрлет, кукăль-пĕремĕк пĕçерет. Хăйĕн вăрттăнлăхĕсене пире уçса парать. Кукамай çумра пулни чăннипех те телей.

Н.ЛЕПЕШКИНА



"Каçал Ен"
26 января 2018
09:24
Поделиться