Комсомольский муниципальный округ

Проекта хутшăннă

Шупашкарти "Асамат кĕперĕ" культурăпа курав центрĕн "Чăваш Ен сăнĕсем" проекчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ.

Çитĕнекен ăрăвăн граждан позицине йĕркелес тĕллевпе пуçарнă проекта Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов уçнă. Проекта хутшăнакансене - республикăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 21 учреждени ертỹçине - сертификат панă. Ăна пирĕн районтан Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ тивĕçнĕ. Вăл - "Чăваш Ен сăнĕсем" проект участникĕ.

Асăннă пуçарăва пурнăçланă май тĕрлĕ ялти 21 шкулта "Чăваш Ен сăнĕсем" галерея йĕркелĕç. Унта чăваш халăхĕн паллă çыннисемпе - Г.Айхипе, Н.Ашмаринпа, Н.Бичуринпа, Г.Волковпа, П.Егоровпа, К.Ивановпа, Н.Мордвиновпа тата ыттисемпе те - паллашма май пулĕ. Ăслăлăх, культура, космонавтика, спорт, дипломати, çар ĕçĕнче йĕр хăварнă çынсем çинчен проектпа килĕшỹллĕн DVD-диск та хатĕрлĕç.

(Районăн официаллă сайтĕнчен)



"Каçал Ен"
30 января 2018
08:54
Поделиться
;