Ырри ытларах пултăр
ЗАГС çын пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене çирĕплетекен уйрăм тесен те йăнăш пулас çук. Районти ĕç-хĕлпе вырăнти ЗАГС уйрăмĕн ĕçченĕ, тĕп специалист-эксперчĕ Наталья Исаева паллаштарчĕ.
- Пỹрте кĕрсен мĕн лайăх? Паллах, ача-пăча сасси. Каçал тăрăхĕнче пĕлтĕрхи çул миçе пепке кун çути курнă?
- Ырă кун, хисеплĕ вулаканăм! Пурнăçри пĕрремĕш документ - ача çуралнине ĕнентерекен хут. 2017 çулта пурĕ 228 ача çуралнине регистрациленĕ, вĕсене кашнинех пурнăçри пĕрремĕш документа Çырăнтару керменĕнче чыслăн парнелерĕмĕр. 2018 çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче çут тĕнчене çĕнĕ 13 "кайăк" килнĕ, вĕсенчен 10-шĕ - арçын ачасем. Чăвашсем Василий ята уйрăмах кăмăллани палăрать, тутарсем вара ытларах Богдан, Тимур, Булат ятсене килĕштеререх параççĕ.
- Çемье çавăракансемпе уйрăлакансем пирки те асăнса хăварар пуль.
- Кăçалхи январь уйăхĕнче эпир 5 мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламларăмăр. 2017 çулта çак кăтарту самай пысăкрахчĕ - асăннă тапхăрта 11 мăшăр çемье çавăрса ĕлкĕрнĕччĕ. Шел пулин те, районта уйрăлакан мăшăрсем те пур. Кăçал çакăн пек 3 çемьене регистрацилерĕмĕр. Пĕлтĕр çак енĕпе районта ĕç-пуç кăшт йывăртарахчĕ. Çакна та палăртмалла, уйрăлакансем хушшинче 20 çул пĕрле пурăннисем те пур.
- Сирĕн пата савăнăçлă пулăмсемпе кăна мар, хуйхă килсе çапсан та килеççĕ...
- Çапла. Шел пулин те, савăнăçлă пулăмсемпе пĕрлех пирĕн çынсем вилнине те регистрацилеме тивет. Сăмахран, иртнĕ уйăхра кăна пирĕнтен ĕмĕрлĕхе 30 çын уйрăлса кайрĕ. Вĕсенчен 5-шĕ кăна 90 çултан иртнисем, вилнисен ытларах пайĕ - çамрăксем. 2017 çулта асăннă тапхăрта вара 37 çын вилнине регистрациленĕ.
- Калаçушăн, Наталья Юрьевна, тавтапуç. Сирĕн малашне ырă пулăмсене анчах регистрацилеме тỹр килтĕр.
А.ИСАЕВА калаçнă