Комсомольский муниципальный округ

"Йĕлтĕр йĕрĕ - 2018"

Февралĕн 10-мĕшĕнче, шăматкун, Комсомольски вăрманĕ хĕрринче "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" чупу иртет. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене, спортпа тата физкультурăпа туслă çынсене ăмăртăва хутшăнма йыхравлатпăр. Старт кăнтăрла 10.30 сехетре пулать. Пĕри те айккинче ан юлăр, çемйипех, туссемпе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнса сывлăхăра çирĕплетĕр.



"Каçал Ен"
06 февраля 2018
09:09
Поделиться
;