Комсомольский муниципальный округ

Кам камран кулать?

Хальхи вăхăтра халăхра выльăх шучĕ ỹсни сисĕнет, çав вăхăтрах вара, çĕршыва ютран типĕ сĕт илсе кĕнипе, сĕт хакĕ палăрмаллах чакса ларчĕ. Тукай ял тăрăхĕнче кун кунлакан халăх районта мăйракаллă шултра выльăха нумайрах тытнипе ыттисенчен уйрăларах тăрать. Çавна май иртнĕ эрнере асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева ял халăхĕпе тата сĕт пухакан усламçăсемпе ятарлă тĕлпулу ирттерчĕ. Унта район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров та хутшăнчĕ.

- Паянхи кун пирĕн тăрăхри ялсенчен пилĕк предприниматель сĕт пухать. Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулма вĕсене кашнине ятарласа малтанах чĕнтĕмĕр. Тĕлпулу пирки усламçăсене ирпе тепĕр хут та аса илтертĕмĕр, апла пулин те Комсомольски райповĕпе "Нур" предприятин ертỹçисем тата Семенов предприниматель пирĕн йыхрава темшĕн нимĕн вырăнне те хумарĕç. Тен, сĕт паракансемпе тĕл пулма кирлех мар терĕç-ши вĕсем? Тĕлпулăва хутшăнман усламçăсем пирки вара çапла шутлатăп - вĕсем пире, халăха, нимĕн вырăнне те хумаççĕ, - терĕ канашлăва уçнă май Ольга Петровна.

- Халăхпа тỹрĕ кăмăлпа ĕçлес тенĕ пулсан вĕсем пирĕнпе тĕл пулма вăхăт тупнă пулĕччĕç, - терĕç канашлăва пухăннисем.

Вячеслав Анатольевич пухăннисене сĕт рынокĕнчи пулăмсемпе паллаштарчĕ. Унсăр пуçне вăл сĕт пухакансене нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче района Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов килсен йышăннă хушусем пирки аса илтерчĕ.

- Çу виçипе белок хисепĕ пысăк сĕтĕн хакĕ 15 тенкĕрен кая пулмалла мар, - терĕ Вячеслав Никифоров.

Çав вăхăтрах усламçăсем халăхран пухнă сĕт пахалăхлă мар тесе тỹрре тухма пăхрĕç. Февралĕн 8-мĕшĕнче ирхине ирех лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр тухнă сĕт пирки калас пулсан, вăл усламçăсем каланă пек шанăçсăрах мар. Паллах, çак кун сĕте шыв хушакансемсĕрех пулман пулсан та тỹрĕ кăмăллисем йышлă пулни савăнтарать. Унсăр пуçне унта антибиотик та çук. Сĕте çу хисепне кура пухмалла тени вара усламçăсене, темшĕн, шиклентерчĕ. "Пиртен сĕте çу хисепне кура йышăнмаççĕ, белок тытăмĕ пысăк пулни аванрах", - терĕç Сергей Поляковпа Олег Кошкин. Çавна пулах-и, тен, усламçăсем хăйсем те чылай чухне сĕт пичкисем умĕнче ăрăмлама пăхкалаççĕ? Йỹçĕхесрен удобрени янине те, пусăран ăсса шыв хушнине те илтме пулать. Те чăн, те суя?

Пухăннисем усламçăсенчен сĕте кашни ир тĕрĕслесе тăма ыйтрĕç. Сĕте шыв хушакансем тупăнсан вĕсенчен чĕрĕ таваршăн тỹлекен укçаран тытса юлмалла терĕç. "Антибиотиклă сĕте вара уйрăм пухни вырăнлă", - терĕ халăх.

Сĕт пухакансемпе ăна сутакансем çак кун пĕр-пĕрне илтрĕçех пулĕ тесе шутлатăп. Ун чухне анчах вĕсен прависем те пăсăлмĕç.

А.ИСАЕВА



"Каçал Ен"
13 февраля 2018
09:05
Поделиться
;