Комсомольский муниципальный округ

Вулавăша кĕнеке парнеле

"Кĕнеке - пĕлỹ çăлкуçĕ", - тенĕ вырăссен паллă çыравçи Максим Горький. Библиотекăн тĕп пуянлăхĕ вара кĕнеке шутланать. Сăмахăм умри, нарăсăн 14-мĕшĕнчи, Пĕтĕм тĕнчери Кĕнеке парнелемелли кун пирки.

Çак кун Пĕтĕм Раççейре "Юратса кĕнеке парнеле!" ыркăмăллăх акцийĕ иртет. 2012 çулта вăй илнĕ уява кирек епле организаци е уйрăм çын та хутшăнма пултарать. Вуласа тухнă кĕнекесем пурин те пур. Туссем, хăвăр юратнă кĕнеке-журналпа ыттисене те паллаштарас килсен е сирĕн çỹлĕк çинче тусан çеç пухса выртаççĕ пулсан тỹрех пирĕн пата, Комсомольскинчи тĕп вулавăша, çул тытма ыйтатпăр.

Çулсерен иртекен "Юратса кĕнеке парнеле!" акцие пирĕн тăрăхра пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, 2017 çулта районти библиотека системи 1400 кĕнекепе пуянланчĕ. Унта хутшăннă кашни çыннах чĕререн тав тăватпăр.

Çакăн евĕр хастарсенчен пĕри - Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Иван Никонорович Михайлов. Вăл вулавăша "Чуваш-ская народная академия" кĕнекесен серийĕпе пуянлатма пулăшрĕ. Справочник урлă Анатолий Агафонов, Денис Гордеев, Иван Михайлов, Владимир Григорьев, Герман Ксенофонтов тата ыттисен пурнăç çулĕпе тата ĕç-хĕлĕпе паллашма май пур. Вăл парнеленĕ электрон дисксем вара Комсомольски районĕнчен тухнă Халăх академикĕсем, ялсен историйĕсем, чăваш халăхĕ пулса кайни, районăн паллă 100 çынни пирки каласа параççĕ. "Вестник Чувашской народной академии наук и искусств" журналпа паллашма та питĕ кăмăллă. Вĕсем кашни вулаканшăн усăллă пуласса шанатпăр.

Л.МОРОЗОВА,

библиограф



"Каçал Ен"
13 февраля 2018
09:28
Поделиться
;