Комсомольский муниципальный округ

Ял пĕчĕккĕн пушанать

Чăваш Енре пурăнакансен йышĕ çулталăкра 5 пин те 384 çын таран чакнă. Халĕ республикăра 1 миллион та 230 пин ытла çын пурăнать.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 1230479 çын пурăнни паллă, иртнĕ çул пуçламăшĕнче ку кăтарту 1235863 çын пулнă. Чăваш Енри хуласенче халăхăн 62,4 проценчĕ тĕпленнĕ, ялсенче - 37,6 проценчĕ. Ялсенче пурăнакансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать, хуласенче хушăнать, уйрăмах Шупашкарта. Республикăн тĕп хулинче пурăнакансен шучĕ çулталăкра 2 пин те 217 çын таран ỹснĕ. Пĕтĕмпе унта 491715 çын пурăнать. Çĕнĕ Шупашкарта та йыш хушăннă. Пĕлтĕрхи январĕн 1-мĕ-шĕпе танлаштарсан, кăçал унта 2 пин те 203 çын ытларах пурăнать. Районсенчен халăх йышĕпе Шупашкар, Çĕрпỹ тата Канаш тăрăхĕсем малта пыраççĕ. Çĕмĕрле районĕнче пурăнакансен йышĕ - 8836 çын.

Чăвашстатăн малтанхи кăтартăвĕсемпе 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 25014 çын пурăнни паллă. Пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче 25217 çын пурăннă. Çулталăк хушшинче районта пурăнакансен йышĕ 203 çын чухлĕ чакнă. Çав шутран 15 çула çитичченхисем 4825, вăйпитти 13708 çын (16-59 çулсенчи арçынсем, 16-54 çулсенчи хĕрарăмсем) пулнă, 60 çултан аслăрах арçынсемпе 55 çултан аслă хĕрарăмсен шучĕ вара 6684 çынпа танлашнă.



"Каçал Ен"
13 февраля 2018
09:06
Поделиться
;