Комсомольский муниципальный округ

Ашшĕ-амăшĕ валли экзамен

Шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕ. Пĕтĕм Раççейри "Ашшĕ-амăшĕ ППЭ тытмалли кун" акци февралĕн 20-мĕшĕнче иртĕ. Кăçал шкулпа сыв пуллашма хатĕрленекен ачасен ашшĕ-амăшĕ яваплă тĕрĕслевĕн пур тапхăрĕ витĕр тухĕ. Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви акцие хутшăнса вырăс чĕлхипе ППЭ тытма йыхравлать. Тест хушăвĕсене çур сехетре пурнăçламалла. Кун пирки маларах 8(8352) 57-21-60 телефон номерĕпе шăнкăравласа çырăнмалла.



"Каçал Ен"
16 февраля 2018
17:31
Поделиться
;