Комсомольский муниципальный округ

Асра юлмалли экскурси

Ачана ăшă сăмахпа, ырă ĕçпе, кăтартуллă тĕслĕхпе тĕрĕс воспитани парса ỹстерме тăрăшмалла.

Шкул çулне çитмен ачасем валли пирĕн районта тĕслĕх илмелли пур. Сăмахран, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче патриотла воспитани парасси чи çỹллĕ шайра пурнăçланса пырать. Кадет класĕ маттурлăхĕпе, çивĕчлĕхĕпе, ăс-тăнĕпе палăрса тăрать.

"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн воспитанникĕсем аслисенчен тĕслĕх илсе ỹсеççĕ. Иртнĕ эрнере вĕсем районти çар комиссариатĕнче пулчĕç. Мероприятие пĕчĕкскерсем тăрăшса хатĕрленнĕ. Уйрăмах аслисем "Синий платочек" тата "Граница" ташăсене тăвăллăн алă çупрĕç.

Ачасемшĕн кунта пĕтĕмпех интереслĕ пулчĕ. Ỹссе çитсен салтак атти тăхăнма хатĕр пулнине те пĕлтерчĕç шăпăрлансем.

"Республикăра патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра Раççей çарĕнче яшсем кăна мар, хĕрсем те нумай. Эсир те, ỹссе çитĕнсен, салтака кайса пире хỹтĕлекенсем пулатăр. Сирĕн çирĕп сывлăхлă пулмалла", - терĕ çарĕç комиссарĕ Сергей Данилов.

Г.МОЛОКОВА,

А.ЧАРКИНА



"Каçал Ен"
27 февраля 2018
12:20
Поделиться
;