Комсомольский муниципальный округ

"Работа в России" сайт пулăшăвĕпе

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра вăхăтлăх ĕçсĕр юлнисемпе ăна шыракансем час-часах кĕреççĕ. Специалистсем клиентсен ыйтăвĕсене туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ, вĕсене ĕçпе тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне вĕренсе пĕлĕвне анлăлатас е урăх профессие алла илес текенсене те яланах пулăшатпăр.

Халĕ эпир хамăр пурнăçа Интернетсăр курмастпăр. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тăратакан вакансисемпе "Работа в России" сайтăн çĕнелнĕ версийĕ урлă та паллашма пулать. Çавăн пекех сайтпа е вакансисен базипе усă курса эсир Раççейĕн субъекчĕсенче вырнаçнă кирек епле ĕç пирки те вуласа пĕлме, шăнкăравласа ыйтма та пултаратăр. Ку сайт ĕç шыракансемшĕн çеç мар, ăна сĕнекенсемшĕн те питĕ усăллă.

Е.ЖУКОВА



"Каçал Ен"
02 марта 2018
22:30
Поделиться
;