Комсомольский муниципальный округ

Турнирта палăрнă

Февралĕн 23-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче, Тăвайри "Аль" физкультурăпа спорт комплексĕнче Пĕтĕм Раççейри шашка турнирĕ 12-мĕш хут иртнĕ.

Çак ăмăртăва Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕсемпе тĕп хуламăрти 12 çын хутшăннă. Чăвашсен пĕрремĕш чемпионĕ, Раççей спорт мастерĕ Алексей Косарев ячĕпе йĕркеленĕ шашка турнирĕнче Комсомольски чысне спорт мастерĕн кандидачĕ Николай Индюков хỹтĕленĕ.

- Вырăс шашки енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ ят çĕнсе илнисемпе шашкăлла выляма питĕ кăсăк та кăмăллă. Вăйă питĕ хĕрỹ иртрĕ. Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ Алексей Косаревпа Канаш райнĕнче пурăнакан спорт мастерĕн кандидачĕ Евгений Соловьев 9-шар очко пухса пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç, - терĕ пирĕн ентеш-медалист.

Ăмăртура Вăрмар районĕнчи спорт мастерĕпе Николай Дмитриевпа Николай Индюков вара, 7,5-шер очко пухса, иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăнсемпе Петр Ивановпа (Шупашкар хули) Александр Афанасьев (Тăвай районĕ) палăрнă.

А.ДЕНИСОВА



"Каçал Ен"
02 марта 2018
22:12
Поделиться
;