Комсомольский муниципальный округ

"Эсĕ пирĕн чи юратни!"

Аннене çулталăкăн пĕр кунĕнче çеç мар, яланах савăнтарма тăрăшмалла. Мартăн 8-мĕшĕ вара - çывăх çын валли тĕлĕнтермĕш парне хатĕрлемелли уяв. Хĕрарăм чуна пырса тивекен, кăмăла çĕклекен парне кăмăлланине пурте пĕлеççĕ. Кайран та çакă вĕсене йăпатать, питре йăл кулă çуратать. Ун пирки хаçат вулаканĕсем пире пĕлтерчĕç те.

Ирина Басникова, 3 ача амăшĕ:

-Ачамсем мартăн 8-мĕ-шĕнче çеç мар, тăтăшах мана парнесемпе савăнтараççĕ. Апла пулин те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ - пирĕн çемьешĕн пысăк уяв. Çемьери виçĕ арçын хĕрсене парнесĕр хăвармаççĕ. Ывăлăмсемпе хĕрпĕрчи мĕн пĕчĕкренех хăйсем ăсталанă парнесемпе савăнтараççĕ. Тĕрлĕ чечексем тăваççĕ, ỹкерчĕксем хатĕрлеççĕ. Халĕ те вĕсем манран вăрттăн "парне" хатĕрленине сисетĕп. Уяв кунĕ савăнăçлă та хаваслă иртĕ.

Ираида Порядкова, 5 ача амăшĕ:

- Ман шухăшпа, кашни амă-шĕшĕн чи пысăк парне - ачасем чирлеменни, тĕрĕс-тĕкел ỹсни. Апла пулин те уяв кунĕнче парнепе савăнтарни уйрăмах чуна пырса тивет. Куççульленме те тивет. Аслисем кашни çулах чечек çыххипе е чỹлмекри чечекпе савăнтараççĕ. Кĕçĕннисем вара открытка, ỹкерчĕк парнелеççĕ. Вĕсем мана валли уяв сĕтелĕ хатĕрлеме те ăста. Чи пахи ачамсем мана ырă тума ăнтăлни.

Оксана Козина, 5 ача амăшĕ:

- Пирĕн çемье чăннипех те пысăк. Мăшăрăмпа икĕ ывăла çитĕнтернипе пĕрлех, тăлăх 3 ачана юратупа ачашлăх парнелетпĕр. Ачасем пире кашни уяврах мĕнпе те пулин савăнтарма тăрăшаççĕ, вĕсем саламламасăр пĕр праçник те иртмест. Пĕрре ачасем пысăк ỹкерчĕк хатĕрлесе парнелени асрах. Мана çеç мар, çемьене ỹкернĕ вĕсем. Чи ăшă сăмахсене вара ман ятпа шăрçаланă: "Эсĕ пирĕн - чи юратни", "Чи çепĕççи", "Чи маттурри", "Чи ĕçченни", "Чи-чи-чи".

Çывăх çыннăмăрсене савăнтарма нумай кирлĕ мар иккен. Вĕсем хаклă парнешĕн мар, саламлама манманшăн, юратнине пĕлтернĕшĕн хĕпĕртеççĕ. Апла пулсассăн, аннесене саламлама манар мар.

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ



"Каçал Ен"
07 марта 2018
10:15
Поделиться
;