Комсомольский муниципальный округ

Савăнма сăлтав пур

Мартăн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республика шайĕнче иртнĕ "Хĕр-арăм-лидер" конкурсăн çĕнтерỹçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Унта чи пултаруллисем, ĕçчен те илĕртỹллĕ, ăста, пысăк тавракурăмлă хĕрарăмсем пуçтарăннă. Конкурса тĕрлĕ сферăсенче ĕçлесе хисепе тивĕçнисем хутшăннă. Район чысне конкурсра районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Мария Алексеевна Илларионова хỹтĕленĕ. Вăл "Чи лайăх хĕрарăм-ертỹçĕ" номинацире 2-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

- Çулсерен конкурс вăйланса-аталанса пыни куçкĕрет. Унта республикăри чи маттур хĕрарăмсем, ертỹçĕ лавне туртакансем, хутшăнчĕç. Хĕрарăмсем çемье вучахне упраççĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани параççĕ, çав вăхăтрах ĕçре çитĕнỹсем тăваççĕ, обществăлла ĕçсене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Çакă вара - чи пахи, - пĕлтерчĕ хаваслă кăмăлпа конкурсран таврăннă Мария Алексеевна.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
07 марта 2018
10:12
Поделиться
;