Комсомольский муниципальный округ

Конкурса хутшăннă

Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене асра тытас тата пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртас тĕллеве пурнăçласа "Эткер" центр сăвă вулакансен "Çĕр çинчи пурнăçшăн" конкурсне йĕркеленĕ.

Конкурса республикăри 14 районтан 70 ытла ĕç ярса панă. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Валерия Кузьмина конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă (ертỹçи В.Филиппова). Валерия "Судьба партизана" произведение Яков Николаевич Николаев паттăра халалланă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче партизансен отрядне йĕркеленĕ. Асăннă командира пурте "Чуваш" ятпа пĕлнĕ.



"Каçал Ен"
13 марта 2018
14:24
Поделиться
;