Комсомольский муниципальный округ

Волонтерсене валли конкурс

Пĕтĕм Раççейри "Доброволец России" конкурса волонтерсен юхăмне аталантарас, чи маттур ĕçлекеннисене тупса палăртас тĕллевпе çулсерен йĕркелеççĕ.

Кăçал конкурса мартăн 19-мĕшĕнчен декабрĕн 5-мĕшĕччен виçĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă. Регионти тапхăр мартăн 19-мĕшĕнчен октябрĕн 1-мĕшĕччен иртет. Унăн тĕллевĕ - чи лайăх волонтерсене тата вĕсен чи ăнăçлă проекчĕсемпе ĕçĕсене палăртасси. Октябрĕн 10-мĕшĕ - ноябрĕн 10-мĕшĕсенче йĕркелекен тапхăра регионта çĕнтернĕ, "Добровольцы России" конкурсра регистрациленнĕ волонтерсем хутшăнаççĕ. Чи лайăххисене - виçĕ финалиста - сасăлав мелĕпе суйласа илеççĕ. Вĕсене декабрĕн 5-мĕшĕнче ятарлă премипе чыслаççĕ.

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче асăннă конкурса пирĕн районти волонтерсем те хутшăнасса шанатпăр.



"Каçал Ен"
20 марта 2018
15:44
Поделиться
;