Комсомольский муниципальный округ

Мăнкун – сăваплă кун

Христос чĕрĕлнĕ аслă кун /Мăнкун/ — Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн тĕп уяв. Кăçал Мăнкун апрелĕн 8-мĕшĕнче килет. Аслă типĕн юлашки эрни — Асап эрни — хăйĕн йăли-йĕркипе çыхăннă. Православи тĕнне ĕненекенсем çак эрнере аслă уява кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Асап эрнин кунĕсене ахальтен мар Аслă тенĕ.

Сăмахран, Аслă кĕçнерникун /Великий четверг/ православи тĕнне ĕненекенсем чиркÿре пая кĕме /причащаться/ тăрăшнă. Çак кун Турă пурне те пая кĕме пилленĕ. Кĕçнерникунах чиркÿре Евангелин 12 сыпăкне вулаççĕ. Комсомольскинчи «Вознесение Господне» чиркÿре ирхине 7 сехетре литурги пулать, каçхине 16 сехетре Евангели вулаççĕ.

Аслă шăматкун литурги пулать. Кăçал Мăнкун умĕнхи шăматкун, апрелĕн 7-мĕшĕ, Пăлхавăшни /Благовещение/ уявĕпе пĕр килет. Чиркÿре литурги 7.30 сехетре пуçланать. Çак кунах 23 сехет те 20 минутра Мăнкун уявĕ ячĕпе кĕлле кĕрет. Мăнкун каçĕнче Иерусалимран района сăваплă çулăм илсе килеççĕ.

Апрелĕн 8-мĕшĕнче вара — Аслă Мăнкун уявĕ. Вăл пирĕншĕн чи çутă та пысăк уявсенчен пĕри.

Христос чĕрĕлсе тăнă çак Аслă кун хĕвелĕ те ташласа тухать теççĕ. Апла пулсассăн çынсен чун-чĕри çап-çут та тап-таса, кăмăлĕ ырă та çепĕç пултăр. Уява таса чунпа, ырă шухăшсемпе кĕтсе илер!

«Вознесение Господня» чиркÿ прихучĕ



"Каçал Ен"
03 апреля 2018
08:49
Поделиться
;