Комсомольский муниципальный округ

Почта тавар хакĕсене чакарать

Раççей почти çĕршыври почта уйрăмĕсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене чакарасси çинчен пĕлтерет. Чăваш Енре апат-çимĕç тата апат-çимĕç мар продукцин ассортименчĕ суту-илỹ сечĕсенчи хакран 10 процент пĕчĕкрех пулĕ.

Чăваш Республикинче 347 çыхăну уйрăмĕ: 292-шĕ - ялсенче, 55-шĕ - хуласенче. Кĕпе-йĕм çумалли порошоксене, çумалли тата тасатмалли хатĕрсене, апат-çимĕçе, чее тата куллен кирлĕ ытти тавара йỹнетĕç. Асăннă проекта хутшăнакан япаласен хакне кăтартакан ценниксем çине "ШОК цена" тесе паллă тăвĕç.

"Пĕчĕк хуласемпе ялсенче почта социаллă мисси пурнăçлать. Раççей почтин социаллă проекчĕ ял çыннисен пурнăçне çăмăллатать тата çемье бюджетне перекетлеме пулăшать. Халь тавара пурăнакан вырăнта çывăхрах, йỹнĕрехпе илме пулать е почтальон килех çитерсе парать", - палăртать Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Владимир Тимофеев.

О.ИВАНОВА



"Каçал Ен"
06 апреля 2018
09:59
Поделиться
;