Комсомольский муниципальный округ

Сунара тухма - путевка

Черетлĕ сунар тапхăрĕ çитет. Апрелĕн 21-30-мĕшĕсенче çуркуннехи сунар тапхăрĕ пуласса пĕлтеретпĕр.

Апла пулсассăн сунарçăсен ятарлă ирĕк илмелле. Сунара тухма ирĕк паракан ятарлă путевкăсене районти подстанцин акт залĕнче кашни кĕçнерникун 9 сехетрен 12 сехетчен илме май пур. Мĕнле кайăксене тытма юрать-ха?

Ăсан аçисене ирхине 3 сехетрен 9 сехетчен тытма ирĕк параççĕ. Хурсене тытма ятарлă профильсем, катемписемпе усă курмалла. Кăвакал аçисене 4 сехетрен 9 сехетчен тата каç- хине 18-21 сехетсенче, вальдшнеп кайăка 19-22 сехетсенче, çăхансене (ворона серая) хỹтлĕхрен çеç тытма юрать.

Пĕр сунарçăн талăка 5-шер кăвакал аçи, вальдшнеп, 2 хур, 1 ăсан тата çăхан тытма юрать.

Сунарçăсене çакна асăрхаттарас килет: сунар правилисене çирĕп пăхăнмалла, пăшалпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕрки пирки те манмалла мар.

В.ВАСИЛЬЕВ,

сунарçăсен "Комсомольское" общество председателĕ



"Каçал Ен"
10 апреля 2018
09:55
Поделиться
;