Комсомольский муниципальный округ

Кино курма - "Урмай" кинозала

2017 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче Урмаел культура çуртĕнче "Урмай" кинозал уçăлчĕ. Унтанпа тăватă уйăх иртрĕ. Çак вăхăтра вара районта пурăнакансем, килнĕ хăнасем тин çеç проката тухнă чылай кинона, мультфильма курса киленме ĕлкĕрчĕç пулĕ тетĕп. Район территори-йĕнчех кинозал пурри калама çук пысăк çăмăллăх. Унччен кино курма хулана ятарласа çỹренĕ пулсассăн, халĕ вара кинозала ĕç хыççăн та çитме май пур. Çакă чăннипех те питĕ лайăх. Апла пулин те пурте унта çитсе курнă-ши? Курман пулсассăн - васкăр. Акă, тин çеç кинозалра Данила Козловский режиссерăн "Тренер" фильмне кăтартма тытăннă. Асăннă фильм шкул ачисемшĕн те, аслисемшĕн те кăсăклă пулĕ. Çавăн пекех кинозалра "Гоголь. Вий", "Рэмпейдж" фильмсене, "Мульт в кино" курма пулать. Билет хакĕ 110-150 тенкĕ. "Урмай" кинозал адресĕ: Урмаел сали, Бауман урамĕ, 3 (культура çурчĕ). Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(83539) 34-1-61.



"Каçал Ен"
24 апреля 2018
13:13
Поделиться
;