Комсомольский муниципальный округ

Санкт-Петербург хулинче пулнă

Мартăн 18-мĕшĕнче çĕршывра Раççей Президентне суйларăмăр. Çак паллă кунран аслисем çеç мар, кĕçĕн çулхи туссем те пăрăнмарĕç.

Тĕслĕхрен, кăçалхи январĕн 9-мĕшĕпе мартăн 25-мĕшĕччен пынă "Енчен те эпĕ Президент пулнă пулсан..." çамрăксен конкурснех илер. Унта Пĕтĕм Раççейри, çавăн пекех ют çĕршывсенчи пин-пин ача хутшăнса хăйсен проекчĕсемпе ыттисене паллаштарнă. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем те конкурса хутшăннă. Акă, асăннă шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Виталина Шаринкинана илер. Хĕрачан ĕçĕсене жюри чи аваннисенчен пĕри тесе палăртнă, çавна май чиперкке иртнĕ кунсенче Санкт-Петербург хулинче пулса курчĕ.

- Хамăн ĕçсемпе ыттисене паллаштарма пултарнишĕн чунтан савăнатăп. Унсăр пуçне, çĕршывăн çурçĕр хулине çитсе курни мĕне тăрать?! Çакăн евĕр конкурссене малашне те хутшăнăп, - терĕ Виталина Шаринкина.

З.МУДАРИСОВА



"Каçал Ен"
24 апреля 2018
13:09
Поделиться
;