Комсомольский муниципальный округ

Хапăл туса кĕтетпĕр!

Каçал тăрăхĕ хăйĕн маттур та хастар ывăл-хĕрĕпе чăннипех те мухтанать. Вĕсенчен пĕри - Аслă Çĕрпỹелĕнче çуралса ỹснĕ Василий Разумов. Ял халăхĕ хăйĕн чаплă ывăлĕ пирки манмасть, вице-адмирал ячĕпе çулсерен спорт вăййисем ирттерет. Ăна йĕркелекенĕ - Василий Разумовăн тăванĕсем, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн администрацийĕ тата районти Тинĕс-çар флочĕн организацийĕ.

Кăçал та, акă, апрелĕн 29-мĕшĕнче, Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнчи спортзала Василий Разумова хисеплекенсем пухăнĕç. Çак кун ирхи 10 сехетре унта пневматика винтовкинчен перес енĕпе ăмăрту ирттерме палăртнă. Пурне те ăмăртăва хутшăнма йыхравлатпăр.

Е.ОРЕШКИН,

Тинĕс-çар флочĕн районти организацийĕн ертỹçи



"Каçал Ен"
27 апреля 2018
17:42
Поделиться
;