Комсомольский муниципальный округ

"Браконьер" операци пырать

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин 2014 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи 453-мĕш номерлĕ "Атăлпа Каспи пулă хуçалăхĕсен бассейнĕнче пулă тытмалли правилăсене çирĕплетесси çинчен" хушăвĕпе килĕшỹллĕн, шыв биоресурсĕсене хỹтĕлес тĕллевпе, апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен пулă тытма чараççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, асăннă чару тăрăх тетелсемпе тата ытти саккунсăр хатĕрсемпе пулă тытма юрамасть. Çав вăхăтрах, сăмахран, пĕр çын: енчен те вăл пулла çыран хĕрринчен 2 çĕкĕрен ытла мар путăшлă е путма вăлтапа тытсан, унăн уншăн явап тытма тивмĕ.

Пулă тытмалли саккуна пăхăннине тата шыври биоресурссене сыхласа хăварассине патшалăх енчен тивĕçтерсе тăмалли ведомствăсем хушшинчи плана пурнăçласа 2018 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕпе июнĕн 10-мĕшĕччен Чăваш Енре "Браконьер" оперативлă профилактика мероприятийĕ пырать. Сăмахран, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ иртнĕ çул РФ УК 256 статйипе килĕшỹллĕн уголовлă 2 тата РФ КоАП 8.37 стат-йипе килĕшỹллĕн административлă 2 протокол çырнă.

О.КОРОТИНА,

инспектор



"Каçал Ен"
04 мая 2018
08:53
Поделиться
;