Комсомольский муниципальный округ

"Хут купи" акци вăй илет

Вăрман - пирĕн пуянлăх. Вăл пире тăрантарать, ăшăтать, пулăшать. Çуллахи шăрăх вăхăтра вăрманта уçăлса çỹреме мĕн тери аван тата! Вăрмана упрас, ăна тасатас тесе Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем "Хут купи" акци йĕркеленĕ. Çулсерен вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хут-хăмăр пухса хут пухакан организацисене сутаççĕ. Класс валли хушма укçа-тенкĕ те пулать, çỹп-çап та выртса кăмăла пăсмасть. Юлашки икĕ çулта çеç шкултан Канашри "Эковата" организаци 4 тонна кивĕ хут тиесе тухнă. Кăçал та шкулти çамрăк экологсен отрячĕ çак ырă ĕçе пăрахăçлас темерĕ. Ака уйăхĕн тăршшĕпе пурте килĕсенче усă курнă хута михĕсене пухса пынă. Пухнă макулатурăна апрелĕн 25-мĕшĕнче шкула илсе пыма пуçланă. Ачасем пĕр кун хушшинчех 400 килограма яхăн хут пухма пултарчĕç. Çак ĕç малалла пырать. Пирĕн тĕп тĕллев - ытларах та ытларах хут пухасси. Апла пулсан шкул ачисемпе вĕрентекенсем кăçал та пĕчĕк ращана та пулин çăлса хăвараççех.

Ирина ШИШКАЛОВА,

экологи отрячĕн командирĕ



"Каçал Ен"
04 мая 2018
08:54
Поделиться
;