Комсомольский муниципальный округ

Таса вырăнта пурăнма та кăмăллă

Районта тавралăха тирпейлес тата йывăç-тĕм лартас тесе кашни çулах уйăхлăх йĕркелеççĕ. Кăçал вăл апрелĕн 16-мĕшĕнчех старт илчĕ.

Районта пурăнакансем экологи субботникĕсенчен нихăçан та айккинче юлмаççĕ. Кашниех пурăнакан, ĕçлекен вырăна тирпей-илем кĕртессипе тăрăшать. Чылайăшĕ çак ĕçе пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ, апла пулин те пуçтарса тасатмалли сахал мар. Предприятисемпе учрежденисенче, администрацисенче тăрăшакансем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, вĕренекенсемпе педагогсем кашниех çак кунсенче субботнике тухрĕ. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлерĕç. Кунпа çеç ĕç вĕçленмест-ха, çанталăк ăшăтсанах чечексем лартмалла, тавралăха илемлетмелле.

Субботниксем вара пĕрре тирпейленипе çеç ан вĕç-ленччĕр. Тавралăха илем кĕртме яланах вăхăт тупар, йывăç-тĕм лартма та манар мар.

А.АНТОНОВА



"Каçал Ен"
04 мая 2018
08:40
Поделиться
;