Комсомольский муниципальный округ

Республикăри ăмăртăва хутшăннă

Майăн 18-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче ирĕклĕ пушар хурал пайĕсен "Чăваш Республикинчи чи лайăх ирĕклĕ пушар хурал команди - 2018" ята çĕнсе илессишĕн республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Финала Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Красноармейски тата Çĕмĕрле районĕсен командисем тухнă. Пирĕн район чысне çак ăмăртура Хирти Сĕнтĕр ял поселенин команди хỹтĕленĕ.

Ăмăртăвăн тĕллевĕ - пушар сỹнтерессинче тата çăлав ĕçĕсене ирттерессинче кирлĕ пĕлĕве тарăнлатасси, физкультурăпа спорта аталантарасси.

Ăмăрту вăхăтĕнче судьясем палăртнă ĕçе хăвăрт тата тĕрĕс пурнăçланине хак панă. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрнă. "Чăваш Республикинчи чи лайăх ирĕклĕ пушар хурал команди - 2018" ята Çĕмĕрле районĕн команди тивĕçнĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашкинче - йĕпреçсем. Виççĕмĕш вырăнта - Сĕнтĕрвăрри районĕн команди.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн команди (Геннадий Ефремов, Владимир Алексеев, Николай Волков, Анатолий Кольцов, Вячеслав Ефремов, Александр Абуков) район чысне тивĕçлĕн хỹтĕленĕ. В. Алексеева, Н. Волкова, В. Ефремова Тав хучĕсемпе чысланă. Пирĕн район команди ăмăртăвăн пур тапхăрне те хастар хутшăннă, пушар ĕçĕн пĕлĕвне тĕрĕсленĕ çĕрте виççĕмĕш вырăн йышăнса Диплома тата хаклă парнене ти-вĕç-нĕ. Сăмах май çакăнта палăртса хăварни те вырăнлă: пĕлтĕр те Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн команди асăннă ăмăртура çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пулнă.

Н.КАЛАШНИКОВА



"Каçал Ен"
25 мая 2018
10:35
Поделиться
;