Комсомольский муниципальный округ

Акатуй! Акатуй!

Июнĕн 11-мĕшĕнче районта ĕçпе юрă, спорт уявĕ - Акатуй - иртет. Вăл районта пурăнакансемпе хăнасене кăçалхипе 67-мĕш хут Комсомольски вăрманĕн хĕррине пухать. 

Вăрман хĕрринчи уяв савăнăçлă та асра юлмалла иртмелле. Юрри-ташши, спорт мероприятийĕсем, тĕрлĕ тупăшусем - пĕтĕмпех - уява килекенсемшĕн пулĕ. Кăçалхи Акатуй программи пуян та тĕрлĕ енлĕ. Çавăнпа та пурне те ĕçпе юрă, спорт уявне çитсе курма йыхравлатпăр. Вăл 10 сехетре пуçланать.



"Каçал Ен"
05 июня 2018
10:20
Поделиться
;