Комсомольский муниципальный округ

Маттурлăхпа палăрнă

Августăн 13—17-мĕшĕсенче Чăваш Енри ентешлĕхсем хушшинче «Туслăх Кубокĕ» ăмăрту иртнĕ. 12 çул хыççăн, тинех, пирĕн район футболисчĕсем 3-мĕш вырăна алăран вĕçертмен. Вĕсем Элĕк районĕн ушкăнĕнчен 2:1 шутпа выляса илнĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне вара Шупашкар районĕн ентешлĕх команди тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Йĕпреçсем.
Волейбол вăййи те питĕ хĕрÿ иртнĕ. Каçалсем Канаш, Куславкка тата Çĕмĕрле районĕсен командисене çĕнтернĕ.
Мини-футбол турнирĕ хыççăн ăмăртăва хутшăннисем вĕрен туртнă. Тĕп парне — така. Ку енĕпе вара Шупашкар, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен ентешлĕх командисем хастарлăхпа палăрнă.
Р.РАХИМЗЯНОВ



"Каçал Ен"
21 августа 2018
10:30
Поделиться
;