Комсомольский муниципальный округ

Ачасене – шăккалат

Ачасене – шăккалат

Çĕнĕ çул умĕн районти предприятисемпе организацисенчен чылайăшĕ шкулсене, реабилитаци центрĕсене, ача сачĕсене çитсе кучченеçсемпе теттесем парнелеççĕ. Акă, райпо системинче тăрăшакансем «Ачасене — шăккалат» акци ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Вĕсем кашни çулах суту-илÿ точкисенче шăккалат пуçтарса йывăр лару-тăрури ачасене çĕнĕ çулхи парнепе савăнтараççĕ. Кăçал та йăлана кĕнĕ йĕркерен пăрăнмасăр ноябрĕн 20-мĕшĕпе декабрĕн 20-мĕшĕччен «Ачасене — шăккалат» акци иртнĕ. Пылак çимĕçе районта пурăнакансем туяннă, акцие хутшăнса ырă ĕç тунă.
А.АНТОНОВА.



15 января 2019
09:56
Поделиться
;