Комсомольский муниципальный округ

Ветерансем ăмăртнă

Шăматкун Шупашкарта ветерансем хушшинче йĕлтĕрпе чупса ЧР Пуçлăхĕн М.В. Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта кÿршĕ республикăсенчен, тĕрлĕ районсенчен йĕлтĕр спортне кăмăллакан ветерансем пуçтарăннă.
Пирĕн районтан Хырхĕрринче пурăнакан Николай Ятманов 66—70 çулхисем хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă. Киров поселокĕнче пурăнакан Федор Ефимов 75 çултан аслăраххисем хушшинче пьедесталăн 2-мĕш картлашкине йышăннă.
Н. КАЛАШНИКОВА.



29 января 2019
12:01
Поделиться
;