Комсомольский муниципальный округ

Л.Таллерова халалласа

Л.Таллерова халалласа

Район 80 çул тултарнă май тĕп библиотекăн вулав залĕнче Лаврентий Таллеров çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа «Ан сÿнтĕр чун çути» литература каçĕ иртрĕ. Лаврентий Васильевич — чăваш çыравçи, СССР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш АССРĕн халăх писателĕ, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ. Вăл 1929 çулта Нĕркеç ялĕнче çуралнă. Л.Таллеров — паллă прозаик, очеркист, публицист, куçаруçă, журналист. Вăл «Октябрь ялавĕ», «Коммунизм ялавĕ» хаçатсенче, «Тăван Атăл» журналта ĕçленĕ, Чăвашрадио корреспонденчĕ пулнă.
Юбилейлă мероприятие Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 6-мĕш «б» класĕнче вĕренекенсем /учителĕ — С.А.Жукова/ тата библиотека вулаканĕсем хутшăнчĕç. Валентина Боровкова тата Елена Васильева библиотекарьсем Лаврентий Васильевичăн пурнăçĕ тата пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç, электронлă презентаци кăтартрĕç.
Нĕркеç вăтам шкулĕнче ăс пухакан Юрий Вороновпа Марианна Яковлева /ертÿçи — Н.К.Ефремова/ çыравçăн «Пурăнма вĕрентмĕр-ши?» хайлавĕ тăрăх сценка лартса пачĕç. Л.Таллеровăн кулăшла калавсем нумай. Вĕсенчен пĕринпе — «Култарам-ха арăмран» ятлипе куракансене Инна Ядрова паллаштарчĕ.
Пуçтарăннисем «Ячĕ халăх асĕнче» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç, унта çыравçăн чи паллă кĕнекисем кĕнĕ. Çав шутра: «Сăпка юрри», «Çăлтăр витĕр çул курăнать», «Хĕвелçаврăнăш — ылтăн çÿç», «Хурăн шывĕ», «Эрхип мăнукĕ Эрхип» тата ыттисем те. Юлашкинчен пуçтарăннисем «Пирĕн ентеш — пултаруллă çыравçă» викторинăна хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.
Палăртмалла: Лаврентий Таллеровăн кĕнекисем сентресем çинче тусанланса выртмаççĕ, вĕсем пире тăван чĕлхене, тăван халăха юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ.

Е.ВАСИЛЬЕВА,
В.БОРОВКОВА.



19 февраля 2019
11:50
Поделиться
;