Комсомольский муниципальный округ

Рейдсем иртеççĕ

Çуран çÿрекенсемпе пулакан аварисене чакарас тĕллевпе мартăн 22-мĕшĕнче районта, пĕтĕм республикăри пекех, «Пешеход. Пешеходный переход» профилактика мероприятийĕ иртет. Ун вăхăтĕнче ГИБДД ĕçченĕсем çуран çÿрекенсем çул урлă каçса çÿрекен вырăнсене тĕрĕслеççĕ, водительсемпе çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăнни çине тимлĕх уйăраççĕ.
Мартăн 26-мĕшĕнче вара район территорийĕнче «Дети. Детское удерживающее устройство» профилактика мероприятийĕ пулать. Ун вăхăтĕнче ГИБДД ĕçченĕсем водительсем ачасемпе мĕнле çула тухнине, ятарлă креслăсем пуррине тĕрĕслеççĕ.
Водительсемпе çуран çÿрекенсем! Çул çинче тимлĕ пулăр, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнăр!
Г. ЗАВОДОВ.



19 марта 2019
13:36
Поделиться
;