Шкулăн сумлă юбилей
Иртнĕ эрнере Анат Тимĕрчкасси шкулĕ 125 çул тултарнине паллă турĕ. Хисеплĕ хăнасем, тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ, вĕреннĕ çынсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем тулли кăмăлпа тăван шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Анат Тимĕрчкасси шкулĕ хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать. Çак шкултан пултаруллă нумай çын вĕренсе тухнă. Вĕсен хушшинче ученăйсем те, ертсе пыракансем те, техника çыннисем те, çĕр ĕçченĕсем те, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те, артистсем те, спортсменсем те, журналистсем те, врачсем те, вĕрентекенсем те, композиторсем те тата ыттисем те. Пурне те каласа тухма та çук.
Шкулăн 125 çулхи юбилейне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
Уявра чи хисеплĕ хăнасем учитель-ветерансем пулчĕç, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, вĕренÿ ĕçĕн отличникĕ А.Т. Ежергина, 27 çул çак шкулта учитель, завуч, директор пулса ĕçленĕ Н.И. Крылов, чылай çул шкулта ачасене çырма-вулама вĕрентнĕ, «Аслă учитель» ята тивĕçнĕ М.Г. Григорьева, нумай çул физкультура учителĕ, пионервожатăй, шкулти библиотекăра ĕçленĕ Л.П. Кузьмина.
Парнесем тата ăшă сăмахсем нумай пулчĕç. Тухса калаçакансем Анат Тимĕрчкасси шкулне малашне те çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума, ÿссе пыракан ăрăва тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларма ырă сунчĕç.
Вĕрентекенсемпе вĕренекенсен юрри-ташши уява илем кÿчĕ. Ольга Лукова шăрантарнă илемлĕ юрăсем пуриншĕн те пысăк парне пулчĕç.
Н.ФИЛИППОВА,
Т.ПЛЕШКОВА